Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Тӑвай районӗ

Тӑвай районӗЧӑваш Енӗн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ район. 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9 туса хунӑ. Ҫурҫӗр енче Вӑрмар районӗ, хӗвеланӑҫ енчӗ Канаш районӗ, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енче Тутарстан юнашар вырнаҫнӑ. Лаптӑкӗ 524,4 км2 танлашать. Район администрациӗ Тӑвай салинче вырнаҫнӑ.

Ҫутҫанталӑк

Тӑвай районӗ Чӑваш плато тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнӗсем сӑртлӑ, ҫырмасем пит нумай.

Тӑвай районӗн карттиҪӗр айӗнчи пуянлӑхсем шучӗнче ҫӳрт хӑпартмаллисем кӑна. Кунта кирпӗч чӗр таварӗ, карбонад породисем кӗреҫҫӗ. Кирпӗч валли усӑ куракан тӑма кӑларас икӗ вырӑнтан пӗрине кӑна, Тӑвай патӗнче вырнаҫнӑскерне, усӑ кураҫҫӗ.

Ку тӑрӑхра вӑтам климат, хӗлӗсем сивӗ, ҫӑвӗсем ӑшӑ. Кӑрлачӑн вӑтам температури -13°С, утӑ уйӑхӗн — 18,7°С танлашать. Чи сивӗ палӑртнӑ температура — -42°С, чи ӑшши — 37°С. Ҫул хушшинче вӑтамран 490 мм юр-ҫумӑр ӳкет. Ытларах енӗпе юр-ҫумӑр ӑшӑ тапхӑрта ҫӑвать.
Кивӗ Элпуҫ патӗнче Эл ятлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта 19,3 пин ҫын пурӑннӑ. Ку районта ҫынсем питӗ йышлӑ пурӑнаҫҫӗ. 1км 2 ҫине 38 ҫын килет. Районта пӗтӗмпе 31 ял, вӗсенче вӑтамран 655 ҫын пурӑнать. Ҫынсен шучӗнчен 90% ытла чӑвашсем.

Ялсем

Тӑвай районӗн карттиРайон 10 ял тӑрӑхӗнчен тӑрать.

Район ялӗсен списокӗсем:

Район историйӗ

Паллӑ ҫыннисем

Районта ҫуралнӑ паллӑ ҫынсем:

Каҫӑсем

Тӑвай районӗн администрациӗ сайчӗ

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Тӑвай районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-06-08 21:37:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 38633 хут пӑхнӑ.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем